10654 | «Мӗне» шыра, мӗнне ҫынна ан кала. | Шыракан — Тупакан |
10651 | Кам мӗн шырать, ҫавна тупать. | Шыракан — Тупакан |
10652 | Кама мӗн кирлӗ, вӑл ҫавна тупать. | Шыракан — Тупакан |
10653 | Каякана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул. | Шыракан — Тупакан |
10655 | Нумай шыракан сахал та тупайман. | Шыракан — Тупакан |
10656 | Парӑн илеймӗн, шырӑн тупаймӑн теҫҫӗ. | Шыракан — Тупакан |
10657 | Пӑхакан ҫын курать, шыракан ҫын тупать. | Шыракан — Тупакан |
10658 | Пулӑ шырать тарӑн шыва, этем — лайӑха. | Шыракан — Тупакан |
10659 | Ҫӑварти чӗлӗме виҫ сехет шыранӑ, айӗнчи лашине виҫ талӑк шыранӑ. | Шыракан — Тупакан |
10660 | Таракана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул. | Шыракан — Тупакан |
10661 | Тупакан айӑплӑ мар, ҫухатакан айӑплӑ. | Шыракан — Тупакан |
10662 | Тупакан пӗр ҫылӑхлӑ, ҫухатакан ҫӗр ҫылӑхлӑ. | Шыракан — Тупакан |
10663 | Тупакана — тупӑш, пухакана — пулӑш. | Шыракан — Тупакан |
10664 | Тупас тесен шырас та пулать. | Шыракан — Тупакан |
10665 | Тӳлек шыракан ӳлеке лекет. | Шыракан — Тупакан |
10666 | Чиперкке шыракан ланчашка туяннӑ. | Шыракан — Тупакан |
10667 | Шыракан пыл йывӑҫҫи те тупӗ. | Шыракан — Тупакан |
10668 | Шыракан тем те тупӗ. | Шыракан — Тупакан |
10669 | Шыракан тупать теҫҫӗ. | Шыракан — Тупакан |
10670 | Шыракан тупмасӑр кам тупӗ? | Шыракан — Тупакан |
10671 | Шыракан шыв айӗнче те мул тупать. | Шыракан — Тупакан |
10672 | Шыракана мар, тупакана мухтаҫҫӗ. | Шыракан — Тупакан |
10673 | Шыраканӑн ҫитмӗл ҫул, кашни ҫулӑн ҫичшер юпӗ. | Шыракан — Тупакан |
10674 | Шыранӑ чух сӑмах та ҫук. | Шыракан — Тупакан |
10675 | Шырасан-шырасан утӑ купи ӑшӗнчи йӗп те тупӑнать. | Шыракан — Тупакан |
10676 | Шырасси — куян тытасси. | Шыракан — Тупакан |
10677 | Шырасси — шыври пулла тытасси. | Шыракан — Тупакан |
10678 | Япалана шыраканӑн куҫа саккӑр сутармалла теҫҫӗ. | Шыракан — Тупакан |